Главная | Регистрация | Вход | RSSСреда, 24.04.2024, 00:57

Сайт МБОУ "Убеевская средняя школа Дрожжановского муниципального района РТ"

Меню сайта
Наш опрос
Оцените мой сайт
Всего ответов: 142
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0
Форма входа

Блог

Главная » 2009 » Декабрь » 4 » Манăн юратнă вĕрентекен – Наталья Анатольевна Сердцева.
18:24
Манăн юратнă вĕрентекен – Наталья Анатольевна Сердцева.

Кашни ачан хăйĕн вĕрентекенĕ пур. Манăн юратнă вĕрентекен – Наталья Анатольевна Сердцева. Вăл ырă кăмăллă, сăпайлă, таса чунлă. Эпĕ ăна çивĕч ăслă, талантлă пулнипе хисеплетĕп. Манăн икĕ тетене те, Васьăпа Сашăна, Наталья Анатольевна вĕрентнĕ. Вĕсем эпĕ пĕчĕк чухне хăйсен вĕрентекенĕ пирки ыррине кăна калаçатчĕç. Час-часах концертсене, тĕрлĕ мероприятисене хутшăнатчĕç. Походсене çӳретчĕç. «Мана та Наталья Анатольевна вĕренттĕрччĕ», – тесе шутлаттăм ун чух. Манăн ĕмĕт пурнăçланчĕ. 1-мĕш класра Наталья Анатольевна вĕрентет тенине илтсен çемйипех савăнтăмăр. Мĕн кăна тума вĕрентмерĕ-ши вăл пире? Вулама, çырма, шутлама, юрлама, ташлама, çыхма... Наталья Анатольевна уроксене тĕрлĕ енлĕн ирттерме тăрăшать. Мана ытларах вăйă-уроксем, компьютера алла илме вĕрентекеннисем килĕшеççĕ. Асамлă пĕлӳ тĕнчи тăрăх таçта та пулса куртăмăр эпир вĕрентекенпе пĕрле. Наталья Анатольевна ачасемпе хăвăрт пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Эпир кашниех тĕрлĕ характерлă пулсан та вăл пиртен пĕр шухăшлă коллектив туса хучĕ. Пĕр-пĕрне хисеплеме, туслă пурăнма вĕрентрĕ. Ача сана куртăр, илттĕр, итлетĕр тесен вĕрентекенĕн вăйĕ, тӳсĕмлĕхĕ, чăтăмлăхĕ пысăк пулмалла тесе шутлатăп. Эпĕ 4-мĕш класран вĕренсе тухрăм. Наталья Анатольевнăран уйрăлма питĕ йывăр пулчĕ мана. Хамăн юратнă вĕрентекенĕме çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатăп.

Просмотров: 1911 | Добавил: белочка | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Поиск
Календарь
«  Декабрь 2009  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031
Архив записей
Друзья сайта
  • Официальный блог
  • Сообщество uCoz
  • FAQ по системе
  • Инструкции для uCoz

  • Copyright MyCorp © 2024